Чӑваш Енри наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул саламӗсем чӑвашла марри пирки хула администрацине ҫыру янине эпир пӗлтернӗччӗ. Унтан вӑл каллех тепӗр ҫыру шӑрҫалани пирки те каланӑччӗ. Тепрехинче вӑл хулари «коммерци маршручӗсемпе» ҫӳрекен автобуссенче те чарӑнусем ҫинчен пӗлтерекен информаторсенче чарӑнусем ҫинчен вырӑсла кӑна пӗлтернипе килӗшмесӗр ҫырнӑччӗ. «Унсӑр пуҫне хулара халӑх йышлӑ пуҫтарӑнакан вырӑнсенче «эвакуаци планне» пысӑк информаци хӑмисем ҫинче вырнаҫтарма тытӑннӑ, каллех вырӑсла кӑна», — тесе ҫырнӑччӗ вӑл «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗнче.
Эвакуаци планӗн чӑвашла пулмалли пирки те «Ирӗклӗх» Шупашкарти тӳре-шара патне ҫыру шӑрҫаланӑ. Хула администрацийӗн культура управленийӗ асӑрхаттарупа килӗшнӗ, ҫывӑх вӑхӑтра кӑлтӑка пӗтерме шантарнӑ.
Кӗҫнерникун, раштавӑн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем 34-мӗш сессие пухӑннӑ. Сесси хӗрӳ иртни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ икӗ хутчен те пӗлтернӗччӗ-ха.
Сессире депутатсем пӑхса тухнӑ ыйтусен шутӗнче «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккуна улшӑну кӗртесси ҫинчен» ятли те пулнӑ.
Саккун проектне икӗ вулавпа пӑхса тухнӑ. Ун пирки пуҫласа ҫуллах калаҫнӑччӗ. Петр Краснов депутат ертсе пыракан, социаллӑ ыйтусемпе тата наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен комитет ӑна пуҫласа сӳтсе явнӑ чух саккуна хӑвӑрт йышӑнма май ҫуккине, ӑна тӗплӗн сӳтсе явмаллине палӑртнӑччӗ.
Улшӑнусем пирки каласан, саккунӑн 10-мӗш статйине, сӑмахран, референдум ирттерессипе ҫыхӑннӑ хута епле чӗлхепе ҫырассине ылмаштарнӑ. Маларах вырӑсла ҫырмалли пирки каланӑччӗ. «Кирлӗ пулсан чӑвашла тата ытти халӑх чӗлхипе» шухӑша палӑртнӑччӗ. Халӗ вырӑсла тата чӑвашла ҫырасси тата пичетлесси пирки каланӑ. Кирлӗ пулсан ытти халӑх чӗлхипе пичетлессине асӑннӑ.
Унсӑр пуҫне ытти пысӑках мар хӑш-пӗр улшӑну пур.
Тутарстанра унта пурӑнакан тӗрлӗ халӑх культурине, чӗлхине аталантарма тӑрӑшни сисӗнет. Нумаях пулмасть унта, ав, тӑван чӗлхепе литературӑпа олимпиада ирттернӗ. Тутар чӗлхипе кӑна та мар. Чӑваш, удмурт, ҫармӑс, ирҫе-мӑкшӑ чӗлхисемпе тата литературисемпе йӗркеленӗ ӑна.
Тутарстанри чӑвашла тухса тӑракан «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑван чӗлхе патне туртӑм пур вӗренекенсене палӑртас, тӗрев парас тӗллевпе ирттернӗ ӑна.
Тутарстан Республикинче пурӑнакан чӑваш ачисем те хӑйсен пултарулӑхне хаваспах тӗрӗслес тенӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, чӑваш чӗлхипе литература олимпиадӑна кӑҫал пурӗ 57 ача хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Анчах патне ҫитсен вӗсем пурте хутшӑнайман. Апла пулин те хутшӑннисем ӑсталӑха пур енлӗн кӑтартма тӑрӑшнӑ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Чувашский рассказ» кӗнеке хӑтлавӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑларнӑ.
Кӑларӑмра XIX—XXI ӗмӗрсенчи ҫыравҫисен вырӑсла куҫарнӑ калавӗсем вырӑн тупнӑ. Кӗнекене Борис Чиндыков драматург, писатель, публицист, куҫаруҫӑ пухса хатӗрленӗ.
«Ку антологи чӑваш новеллистикин пуянлӑхне туллин ҫутатакан кӑларӑм тесе каласшӑн мар эпӗ. Кунта эпӗ суйласа илнӗ хайлавсене кӗртнӗ», — тесе калать хӑйӗн ӗҫӗ пирки Борис Чиндыков.
Борис Борисович каланӑ тӑрӑх, ун пек антологи кӑларас шухӑш издательствӑра ҫуралнӑ. Хайлавсене Борис Чиндыков чӑваш тӗнчине, чунне, тавракурӑмне ӑнланса илме пулӑшни тӑрӑх суйланӑ.
Калавсене вӗсене ҫырни тӑрӑх вырнаҫтарни чӑваш калавӗн аталанӑвне кӑтартма пулӑшать.
Кӗнекене Юрий Артемьевпа Атнер Хусанкай (иккӗшӗ те критик та, литературовед та) пысӑка хурса хакланӑ.
Нумаях пулмасть Красноармейски районӗнчи Чатукасси шкулӗнче районти чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен методика пӗрлешӗвӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ.
Вӗрентӳ ӗҫӗнчи ҫӗнӗ стандарта пурнӑҫа кӗртсе пырасси пирки калаҫнӑ май асӑннӑ шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Римма Яковлева «Иван Ахратӑн «Юрлакан кӗленчесем» калавне тишкересси» темӑпа улттӑмӗш классемпе уҫӑ урок ирттернӗ.
Унта пулса курнисем ачасем хастар ӗҫленине, вӗрентекен кӑларса тӑратакан кӑткӑс ыйтусене ҫийӗнчех хуравлама тӑрӑшнине, хӑйсен шухӑшне уҫҫӑн калама пӗлнине, калаври самантсене выляса кӑтартма пултарнине, шыв тултарнӑ кӗленчесене шаккаса кӗвӗ кӑларнине пӗлтереҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне вӗрентекен ачасемпе ӑшшӑн калаҫни, урок шӑнӑрне кирлӗ пек йӗркелесе пыни, ачасене тӗрлӗ ӗҫсемпе кӑсӑклантарса ӗҫлеттерни килӗшнӗ.
Чӑваш Енри наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ маларах Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул саламӗсем чӑвашла марри пирки хула администрацине ҫыру янине эпир пӗлтернӗччӗ.
Пӗрлешӗве тивӗҫтерменни татах пур иккен. «...хулари «коммерци маршручӗсемпе» ҫӳрекен автобуссенче те чарӑнусем ҫинчен пӗлтерекен информаторсене вырнаҫтарнине пӗлтӗмӗр. Тӗлӗнмелле, унта чарӑнусем ҫинчен вырӑсла кӑна пӗлтереҫҫӗ. Унсӑр пуҫне хулара халӑх йышлӑ пуҫтарӑнакан вырӑнсенче «эвакуаци планне» пысӑк информаци хӑмисем ҫинче вырнаҫтарма тытӑннӑ, каллех вырӑсла кӑна», — тесе ҫырать вӑл халӑх тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗнче.
Ҫакӑн пек фактсемпе килӗшмесӗр пӗрлешӳ чӗлхе саккунлӑхне пӑснин ҫак факчӗсем пирки Шупашкар хулин администраципе республика прокуратурине ҫыру янӑ.
Республикӑн Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» калакан саккун статйисем ҫине тайӑнса хула администрацине «Ирӗклӗх» пӗрлешӗвӗн асӑрхаттарӑвӗсемпе сӗнӗвӗсене шута илсе ӗҫлеме ыйтнӑ-мӗн.
Хула администрацийӗ те черетлӗ канашлура транспортра чарӑнусем ҫинчен чӑвашла та пӗлтерес пирки ыйтӑва ҫӗклеме шантарнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательстви ҫак кунсенче «Чӑваш фразеологийӗн ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин» пӗрремӗш томне пичетлесе кӑларнӑ. Шел те, унӑн авторӗ, Федоров Георгий Иосифович, ҫак кун таран кӑшт кӑна пурӑнса ҫитереймерӗ, пирӗнтен раштавӑн 9-мӗшӗнче уйрӑлса кайрӗ. Ҫапла май ку кӗнекен тепӗр енӗ те пур — паллӑ ӑсчаха сума суни вӑл.
Чӑваш фразеологийӗн ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекинче пурӗ темиҫе пин фраземӑна ҫутатса ӑнтлантарнӑ. «Aл ҫавӑрса яр», «тимӗр пӑрҫа», «шӑл витмен», «чӗре сури тy» евӗрлӗ тӗслӗхсене кунта стиль тӗлӗшӗнчен, эмоциллӗ, экспрессиллӗ хаклав енчен пахаланӑ, вӗсемпе усӑ курнин уйрӑмлӑхӗсене илемлӗ литературӑран, фольклортан, халӑх пуплевӗнчен илнӗ тӗслӗхсемпе ҫирӗплетнӗ, фраземӑсен синонимӗсене кӑтартнӑ. Сӑмах кӗнекинче наци мифологийӗнче, халӑхӑн кулленхи пуплев эмпирикинче, ун историпе йӑла аталанӑвӗнче, литературинче паркаланнӑ фразеологи единицисем вырӑн тупнӑ.
«Ку словарь тӗпчевҫӗсемшӗн, культура ӗҫченӗсемшӗн, студентсемпе шкул ачисемшӗн усӑллӑ пулӗ», — тесе палӑртнӑ словарь аннотоцийӗнче. Кӗнекене вара ҫывӑх вӑхӑтра лавккасенче туянма май пулӗ.
Чӑвашла открыткӑсем кӑҫал сахал мар кун ҫути курчӗҫ. Чӑваш халӑх сайчӗ ку ӗҫе ҫак иртсе пыракан ҫулта пуҫарнӑччӗ — ҫулталӑк хушшинче эпир 6 тӗрлине кӑларма пултартӑмӑр. Ҫав шутра — Ҫӗнӗ ҫулпа саламламаллине те.
Хальхинче вара ҫак ӗҫе тепӗр ушкӑн — Мускаври «AVANклуб» калаҫу клубӗ хутшӑнчӗ, Ҫӗнӗ ҫулпа тата Раштавпа саламламалли открыткӑсем туса кӑларчӗ. Тӗрлисене хатӗрленӗ: пӗчӗккине те, виҫҫӗлле хуҫланаканнине те, пысӑккине те. Вӗсене пурне те «СУМ» лавкка урлӑ туянма пулать. Хакӗсем: 30, 35 тата 40 тенкӗ. Открыткӑсене пурне те чӑвашла хатӗрленӗ, хуҫланаканнисенче чӑвашла салам сӑввисене вырнаҫтарнӑ.
Сӑмах май, «СУМ» электрон лавккара чӑвашла открыткӑсен йышӗ 18-тан та иртрӗ ӗнтӗ. Кунта эпир кӑларнисене те, «Ноу-хау» тунисене те, «Раҫҫей почти» хатӗрленисене те тупма пулать.
Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри «Хальхи тапхӑрта тӑван чӗлхесемпе литературӑсене тӗпчессипе вӗрентессин пӗлтерӗшлӗ ыйтӑвӗсем» конференци ирттерет. Вӑл 2016 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртӗ. Ӑна пӗтӗм тӗнчери шая кӑларнӑ.
Ӑслӑлӑхпа практика конференцине Юрий Виноградов доцент 70 ҫул, Альбина Волкова доцент 55 ҫул тултарнине халалланӑ.
Конференци программине ҫакнашкал секцисен ӗҫне кӗртме палӑртнӑ: «Хальхи чӗлхепе литература вӗрентӗвӗн аталану ҫул-йӗрӗ», «Тӑван чӗлхине ФГОСа вӑя кӗртнӗ тапхӑрта вӗрентесси»; «Тӑван мар чӗлхесене ФГОСа вӑя кӗртнӗ тапхӑрта вӗрентесси»;«Тӑван литературӑна ФГОСа вӑя кӗртнӗ тапхӑрта вӗрентесси».
Конференцие хутшӑнма Раҫҫейри, ҫывӑх тата инҫет ҫӗршывсен тӗпчевҫисене, аслӑ тата вӑтам шкул преподавателӗсене йыхравлаҫҫӗ.
Конференцие хутшӑнас текенсен хӑйсен заявкине тата доклад материалне йӗркелӳ комитетне кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ҫитермеллине пӗлтереҫҫӗ.
«Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ паян республикӑри тӑватӑ карас ҫыхӑнӑвӗн операторне — «МегаФон»-а, «Билайн»-а, «Теле2»-е, «МТС»-а — хӑйсен сервисне чӑвашла та йӗркелеме ыйтса ҫыру янӑ. Унта вӗсем тӑван чӗлхепе усӑ курасси Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин саккунӗсем ыйтнине тивӗҫтерни пулнине палӑртнӑ. Хӑйсен ҫырӑвӗнче вӗсем саккунпа килӗшӳллӗн чӗлхе пӗлменни халӑхпа ӗҫлекен организаци ӑна хӑйӗн сервисӗпе тивӗҫтерме пултараймассине пӗлтерменни пирки асӑннӑ.
«Ирӗклӗх» ҫавӑн пекех чӗлхе сакунне тивӗҫтерсе Раҫҫей Федерацийӗн ытти тӑрӑхӗсенче мӗнле ӗҫлени пирки те асӑннӑ. Тӗслӗхрен, «Билайн» суту-илӳ маркин хуҫи «Вымпелком» Тыва тата Тутарстан республикисенче абонентсене сервиспа тывалла тата тутарла тивӗҫтереҫҫӗ. Красноярск тӑрӑхӗнче китайсем ыйтнипе вӗсем йышлӑн пурӑнакан вырӑнта «Билайн» вӗсем валли хӑйӗн тарифӗсене китайла куҫарса панӑ. Тутарстанра тутар чӗлхипе хӑйӗн тарифӗсем пирки «Мегафон» та пӗлтерет.
Хӑйсен ҫырӑвӗнче «Ирӗклӗх» пирӗн республикӑра пурӑнакан ытларах пайӗ чӑвашсем пулнине те палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.